Хыпарсем
«Ăшă салам кăшăлĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем
«Ăшă салам кăшăлĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Чи илемлĕ салам сăмахĕсен авторĕсене саламлатпăр!
Çĕнтерӳçĕсене 2020-мĕш çулхи январĕн 30-мĕшĕнче дипломсемпе парнесем парса чыслăпăр (вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи 434-мĕш аудиторинче 14:00 сехетре пуçланать).
Чи илемлĕ салам сăмахĕсене вара декабрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци радио эфирĕнчи «Чăваш сăмахĕ» передачăра вуласа парĕç (пуçламăшĕ – 16:10).
Çĕнтерӳçĕсемпе паллашар:
«Çуралнă кун саламĕ» номинаци 1-мĕш вырăн Владимиров Дмитрий, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи радиоэлектроникăпа автоматика факультечĕн студенчĕ. 2-мĕш вырăн Аверьянова Татьяна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн студенчĕ. Аниферова Екатерина, Çĕрпӳ районĕнчи Опытнăй вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Ванюшина Диана, Елчĕк районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. 3-мĕш вырăн Спиридонова Ангелина, Муркаш районĕнчи Çатракасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. Иванов Игорь, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ (Патăрьел районĕ). Лукина Софья, Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ.
«Çĕнĕ çул саламĕ» номинаци 1-мĕш вырăн Ишмуратова Виктория, Елчĕк районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. 2-мĕш вырăн Савукова Юлия, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ. 3-мĕш вырăн Полозова Алена, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕ. Хоммадова Ольга, Шупашкар районĕнчи Атайкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
«Çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕпе саламлани» номинаци 1-мĕш вырăн Ялтикова Татьяна, Куславкка районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. 2-мĕш вырăн Селиверстрова Кристина, Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен вăтам шкулĕн вĕренекенĕ. 3-мĕш вырăн Легай Анастасия, Шупашкар районĕнчи Кӳкеç лицейĕн вĕренекенĕ.
«Мартăн 8-мĕшпе саламлани» номинаци 2-мĕш вырăн Майкова Яна, Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.