Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнче «Çĕрпу пики – 2015» конкурс иртрĕ. Ăмăртăва Çĕрпӳ район пуçлăхĕ Татьяна Владимировна Баранова тата вĕренӳпе социаллă аталану пайĕн ертӳçи Алла Викторовна Волчкова уçрĕç. Вĕсем конкурсантсене саламларĕç, пултаруллă та маттур пулма ăнăçу сунчĕç.
Конкурса хутшăнакансем тĕрлĕ номинацисенче ăмăртрĕç: «Паллаштару», «Ăс-хакăл конкурсĕ», «Чăваш стилĕ», «Пултарулăх конкурсĕ», «Чăваш халăх апачĕ».
«Çĕрпу пики – 2015» конкурсра чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн виççĕмĕш курс студентки Елена Арсентьева хутшăнчĕ. Пултарулăхне, ăсĕпе илемне, маттурлăхне, ăсталăхне чи çӳллĕ шайра кăтартса вăл çĕнтерӳçĕ ятне илме тивĕç пулчĕ. Ăна хӳтĕлеме килнĕ университет студенчĕсемпе преподавателĕсем те маттур пулчĕç, конкурсанткăна мероприяти тăршшĕпех хавхалантарса, пулăшса пычĕç.
«Çĕрпӳ пики – 2015» титула çĕнсе илнĕ ятпа Еленăна чунтан саламлатпăр, унăн çитĕнĕвĕпе мухтанса савăнатпăр.