Чÿк уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Мари патшалăх университетĕнче Атăлпа Кама тăрăхĕнчи халăхсен илемлĕ культурине халалланă тĕнче шайĕнчи VIII конференци иртрĕ. Ĕçлĕ уява чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕсем В.Г. Родионовпа Г.А. Ермакова тата О.Г. Владимирова доцент хутшăнчĕç. Мероприятие Мари Республикин культура министрĕн çумĕ В.И. Актанаев, Мари патшалăх университечĕн ректорĕн çумĕ А.Н. Леухин уçрĕç, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи наци республикисен чĕлхе тата культура çыхăнăвĕсене тарăнлатмаллине асăнчĕç. Пленарлă лару хыççăн конференцие хутшăнакансене çармăс халăхĕн культурипе çыхăннă мастер-класс кăтартрĕç: пуçа шарпан çыхма вĕрентрĕç, наци тумĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Çармăс хĕрарăмĕн тумĕн хитрелĕхне, пуянлăхне куçпа курма, алăпа тытса пăхма май килчĕ. Университетра вĕренекен мари студенчĕсем «Угинде / Тухăçлă тырпул» ятлă юрăллă-ташăллă спектакль хатĕрленĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕм çармăс туйĕнчи эпизодсене выляса тăван халăхĕн культура пуянлăхне, тараватлăхне çÿллĕ шайра кăтартрĕ.
Конференцире виçĕ секци ĕçлерĕ: «Паянхи Атăлпа Кама тăрăхĕнчи нумай халăхлă регионсен чĕлхипе литератури тата фольклорĕ», «Илемлĕ культурăн паянхи тăрăмĕ: çитĕнÿсемпе ÿсĕмсем», «Паянхи Атăлпа Кама тăрăхĕнчи нумай халăхлă регионсен илемлĕ культуринчи хаклăхсем».
Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн ĕçченĕсем конференцие йĕркелекенсене тав тăваççĕ, малашне те регионсем пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса, хутшăнса ĕçлессе шанаççĕ.