И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ тата Ăслăлăх библиотеки 9-11 класра вĕренекен шкул ачисем валли "К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ" интернет-олимпиада ирттереççĕ. Ăмăрту чÿк (ноябрь) уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçăлать. Аслă сăвăçăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланакан шкул ачисене, техникум-колледжра вĕренекенсене унта хастар хутшăнма чĕнетпĕр!

Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, уйăрса панă вăхăтра (09.30 – 19.00 сехетсенче), вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама пултарĕç. Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунисен чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ЧПУн Moodle инçет вĕрентÿ системинче çырăнмалла (регистрациленмелле): http://moodle.chuvsu.ru. Çырăнмалли йĕрке

Çĕнтерÿçĕсене раштавăн 5-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче дипломсем парса чыслăпăр (11 сех., 434-мĕш пÿлĕм).

Хутшăнма хапăл тăватпăр!