Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ноябрĕн 2-7-мĕш кунĕсенче вырăс чĕлхипе йĕркеленĕ «Грамотей» кĕрхи каникул шкулĕ ĕçлерĕ. Унта Шупашкар тата Шупашкар районĕсенчи тĕрлĕ шкултан 65 ача вĕренчĕ.
Çуллахи шкулти пекех, кĕркуннехи «Грамотейра» вырăс чĕлхи занятийĕсене классем тăрăх уйăрса йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ӳсĕмри шкул ачисем вĕреннине аса илсе пĕлĕве çирĕплетрĕç, пĕрлехи патшалăх экзаменне, олимпиадăсемпе конференцисене хатĕрленмелли темăсемпе ĕçлерĕç. Çавăн пекех чĕлхе историне вĕренчĕç, лингвистика задачисем шутласа пĕлĕве тарăнлатрĕç, пуплев культурине, пуянлăхне ӳстерчĕç. Занятисене экзамен комиссийĕнче нумай çул ĕçлесе опыт пухнă преподавательсем ирттерчĕç.
Вырăс чĕлхи курсĕсем вĕçленсен унта хутшăннă шкул ачисене сертификатсем парса чысларĕç, пурте пĕрле фото ӳкрĕç.
Маттур, ачасем! Сире çитес каникулта та хапăл туса кĕтетпĕр!
Шкул ертӳçи – Кожемякова Екатерина Аркадьевна, 8-903-063-09-22; www.vk.com/gramotey_chgu
Заявкăна This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электронлă адреспа яма е шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.