Журналистика уйрăмĕн 4-мĕш курс студенчĕ Артем Гаврилов Раççей Федераци Президенчĕн стипендине тивĕçни çинчен пĕлтернĕччĕ-ха эпир. Халĕ вара Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерстви Артем Гаврилова пултаруллă çамрăксене хавхалантармалли премие пама йышăннă. Унăн хакĕ – вăтăр пин тенкĕ.
Артема çĕнтерӳпе саламлатпăр, малашне те маттур пулма ăнăçу сунатпăр!