Вузсене бакалавриат, специалитет, магистратура программисемпе вĕренме кĕмелли çĕнĕ йĕрке çинчен калакан хушăва Раççей Минюстĕнче çирĕплетнĕ. Çак йĕрке 2016/17 вĕренӳ çулĕнчен ĕçлеме пуçлĕ. Вĕренме йышăнас йĕркене ку таранччен пĕрер çула çеç çирĕплетсе пынă пулсан, халĕ вăл яланхи йĕрке шутланĕ. Апла пулсан, абитуриентсем вĕренме кĕмелли правилăсемпе малтанах паллашма пултарĕç.

Хушу тăрăх, пур вĕренӳ программисемпе тата формисемпе вĕренме кĕресси çинчен информацие вăхăтра пĕлтермелле: 2016/17 вĕренӳ çулĕнче пĕлтерĕве вузсен официаллă сайтĕнче 2015-мĕш çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчен, ытти çулсенче – октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр вырнаçтармалла. Çакă абитуриентсен пĕлсе тăраслăхне ӳстерет.

Йĕрке тăрăх, вĕренме кĕрес текенсен харпăр çитĕнĕвĕсемшĕн хушма балсем (вуннă таран) илме май пур.

Профессилле вăтам е аслă пĕлӳ илнисен ППЭ результачĕсемпе мар, вузра хăйĕнче ирттернĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вĕренме кĕме пулать. Унсăр пуçне, кун йышши абитуриентсен çитĕнĕвĕсене те шута илеççĕ. Сăмахран, çак таранччен чи лайăх паллăсемлĕ аттестата çеç шута илнĕ пулсан, халĕ вара чи лайăх паллăсемлĕ диплом та шутра пулĕ.

«Профиллĕ» абитуриентсене вĕренме йышăнас йĕрке упранса юлнă. Вуз вĕсене шкулта вĕреннĕ пĕтĕмĕшле предметсемпе мар, профессилле вăтам пĕлӳ профильне кура палăртнă предметсемпе тĕрĕслев ирттерме пултарать.

«Раççей Федерацийĕнчи вĕренӳ çинчен» саккунпа килĕшӳллĕн, шкул ачисен олимпиада результачĕсем малашне тăватă çул хушши вăйра тăрĕç. Тĕрĕсрех палăртсан, олимпиада ирттернĕ çул + 4 çул. Ку ППЭ результачĕсен вăйăм срокĕпе тӳр килет. Ку таранччен шкул ачисен олимпиада результачĕсем пĕр çул çеç вăйра пулнă.