Паян Шупашкарта пуçласа пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ уçăлчĕ. Ăна Чăваш Республикин кинематографисчӗсен пĕрлĕхĕ тата Культура министерстви пуçарнипе ирттерчĕç.

Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова палăртнă тăрăх, фестиваль кино ӳкерес ăсталăхри пултаруллă çынсене тупса палăртма, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсене халăха кăтартма, наци фильмĕсене анлăрах сарма май парĕ. Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсене вĕсен ертӳçи Олег Цыпленков билетсем парса чысларĕ. «Чăваш кино» пуçаруçисен, Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн докуменчĕсене тата «Асам» фестивалĕн кӳлеписене Тутарстанри Теччĕри тата Етĕрнери музейсене парнелерĕç. Олег Цыпленков пĕлтернĕ тăрăх, кинофестивале ирттерме нумай çын пулăшнă.

Кинофестивале кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документлă, анимаци фильмĕсем хутшăнĕç. Конкурса тăратнă ĕçсене 14 номинаципе хаклĕç. Жюри членĕсем Чăваш Республикинчи паллă çынсем: Николай Медведев, Иосиф Дмитриев, Александр Магарин, Леонид Трифонов, Валерий Алексеев, председателĕ Олег Цыпленков.

Наци библиотекинче кино искусствипе çыхăннă курав та йĕркеленĕ. Кунтах чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ Виталий Родионов çапла каларĕ: «Чăваш киновĕ 20-мĕш çулсенчех йĕркеленнĕ. Кайран репрессисем вăхăтĕнче ăна пĕтерсе лартнă та, ку таранччен те вăй илсе каяймасть. Ман шутпа, кино питĕ-питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл кĕнеке е спектакль çеç мар, паянхи çĕнĕ технологисен шутне кĕрет. Килте ларсах курмалли япала, калăпăр, видео таврашĕ çынсем патне хăвăртрах çитет. Çавăнпа та кино вăл чи чĕрĕ апат пек».

Фестивальте Чăвашра палăрнă режиссерсемпе çĕнĕ ятсем те пулĕç. Вĕсем ӳкернĕ 11 фильма конкурса тăратнă. Фильмсене Наци библиотекинче, Чăваш патшалăх электронлă тата кинодокументаци архивĕнче кăтартĕç. Студентсем те тӳлевсĕрех кино курма пултараççĕ.