Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Калайкассинчи вăтам шкулта «Шкул тата чăваш чĕлхин чĕрĕлĕвĕ» республика шайĕнче ирттерекен çавра сĕтел чăваш чĕлхи учителĕсене, çак ыйтупа кăсăкланакансене хăй тавра пуçтарчĕ. Çак тĕл пулăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Алос-и-Фонт Эктор, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ĕçтешĕсем, Чăваш патшалăх тата педагогика университечĕсен преподавателĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç.
Çавра сĕтелте чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕсем, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕсем Г.Н. Семенова, Г.А. Ермакова та тухса калаçрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Учительсен ĕçлĕ калаçăвĕ чăваш уйрăмĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренекен студентсемшĕн те усăллă пулчĕ.