Хаклă студентсем! Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр сире! Вĕренӳре ăнăçу, ĕçчен те чăтăмлă пулма, ăслăлăхра çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатпăр!

Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунне палăртасси çинчен 1946 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Прагăра пулса иртнĕ студентсен конгресĕнче йышăну тунă. Ку уяв – çамрăклăх, хаваслăх уявĕ, анчах та унăн историйĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи трагедиллĕ пулăмсемпе çыхăннă. Чехословакире 1939 çулта октябрь-ноябрьте пулса иртнĕ демонстрацисенче 1200 студента айăпсăр арестлесе концлагере хупнă, нумайăшне вĕлернĕ. Çав событисене асра тытса Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунне паллă тума, тĕнчери аслă шкулсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерме пуçланă.

Паян, чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Г» корпусĕ умĕнче студентсен уяв саманчĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ наци студенчĕсем хутшăнчĕç. Уявра хаваслă конкурссем пулчĕç, юрăсем шăранчĕç, вĕренекенсен профком ертÿçи И.Н. Ядуркин салам сăмахĕ каларĕ.

Каçхине, тĕп корпусри акт залĕнче, Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунне халалланă савăнăçлă концерт пулĕ. Хапăл туса кĕтетпĕр!