Хыпарсем
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актрисипе тĕл пулу иртрĕ
Оксана Драгунова театрта 13 ҫул ӗҫлет, ҫав хушӑра сцена ҫинче вăл 28 роль вылянӑ.
«Эпир актерсене тӗрлӗ спектакльсенчи рольсем тӑрӑх ҫеҫ пӗлетпӗр. Паянхи тӗлпулу хыҫҫӑн эпӗ артистсен таланчӗ профессирен те пысăкрах пулнине ӗнентӗм. Вӗсем питӗ интереслӗ, тӗрлӗ енлӗ, пултарулӑх ҫыннисем, тӗлпулура хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаканскерсем, тӗрлӗ темӑпа калаҫаҫҫӗ. Оксана Юрьевна Драгуновӑна иксĕлми пултарулăхĕшĕн питӗ тав тӑватӑп. Кашни рольтех вӑл пире хӑйӗн ӑсталӑхӗпе савӑнтарать", – каласа парать Екатерина Краснова студентка.
Тӗлпулу уҫӑ диалог формипе иртрӗ. Оксана Драгунова студентсене тăрăшса вӗренме, ӗҫлеме тата хӑй суйласа илнӗ ӗҫе чунпа юратма канаш пачӗ. Факультет деканӗ Алена Михайловна Иванова сумлă хăнана культурӑпа театр искусствине аталантарнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлне хисеплеме хăнăхтарнăшăн тав турӗ.