Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсем (В.Г. Родионов, Г.А. Ермакова профессорсем, О.Г. Владимирова, Г.Г. Ильина, И.В. Софронова, Е.П. Чекушкина, Е.Р. Якимова, Н.И. Якимова, М.П. Савирова, Л.А. Васильева, Г.В. Хораськина доцентсем тата Э.В. Родионова аспирант) «Тулай чăвашĕсен вырăнти калаçăвĕсем» Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнчĕç. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртрĕ. Конференцин тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн ĕмĕртен-ĕмĕре пухăнса пынă çĕр-пин сăмах йышне, сăн-сăпатне упрасси, вырăнти калаçăвăн сасăри, пуплеври уйрăмлăхĕсене тишкересси.
Конференцие хутшăнакансем тăван чĕлхемĕр пуянлăхне сăнлакан «Чăваш диалектологин тĕпчев лабораторийĕн çитĕнĕвĕсем» куравпа паллашрĕç. Пурĕ 4 секци ĕçлерĕ: «Атăлпа Урал хутлăхĕнчи диалектологипе ономастикăн çивĕч ыйтăвĕсем», «Тăван тата патшалăх чĕлхисене диалект уйрăмлăхĕсене шута илсе вĕрентесси», «Атăлпа Урал хутлăхĕнчи халăхсен чĕлхипе литератури», «Ăслăлăхри малтанхи утăмсем».
Ĕçтешĕмĕрсене конференцие ăнăçлă ирттернĕ ятпа саламлатпăр!