Наци чĕлхисемпе культурине упраса аталантарас, халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе 2015 çулхи чӳк (ноябрĕн) 17–19-мĕш кунĕсенче Хусан университетĕнче халăх пултарулăхĕсен «Наци пуянлăхĕ» Атăлçи фестивалĕ иртрĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем суйлав тапхăрне ăнăçлă иртсе тĕрлĕ номинацире çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнчĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн «Вутчуль» театр ушкăнĕ (ертсе пыраканĕ – И.И. Иванов доцент) Константин Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вунă ытла чĕлхепе вуласа «Театр ăсталăхĕ» номинацире I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ, лаурет ятне илчĕ. Владислав Московцев «Сăнарлă сăмах» номинацире II степенлĕ диплома çĕнсе илчĕ, вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерӳ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа «Ман асăмри ĕмĕр ялкăшакан çулăм» музыкăлла литература композицийĕ лартрĕ. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ Георгий Смирнов тата физикăпа математика факультечĕн студенчĕ Сергей Лисин «Вокалпа инструменталлă ансамбль» номинацире çĕнтерсе II степеньлĕ диплом илчĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика, ют чĕлхе факультечĕн студенчĕсен ташă ушкăнĕ «Хореографи ăсталăхĕ» номинацире ăмăртрĕ, III вырăна тухрĕ. Лауреатсемпе çĕнтерӳçĕсене хĕрӳллĕн саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурсра çĕнтерме ăнăçу сунатпăр!