Чăваш Республикинчи К.В. Иванов Çулне халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ «К.В. Иванов пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх презентаци» конкурс ирттерчĕ. Ăмăртăва шкул ачисем, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

Конкурс çĕнтерӳçисем:

I вырăн: Иванова Эмма, Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн вĕренекенĕ (9 класс).

II вырăн:

1) Митрофанов Алексей Андреевич, Шупашкар хулинчи 40-мĕш шкул вĕренекенĕ (11 класс);

2) Петрушкова Татьяна, Тăвай районĕнчи Йăнтăрчă шкулĕн вĕренекенĕ (11 класс).

III вырăн:

1) Кузнецов Виктор Николаевич, Шупашкар районĕнчи Карачура шкулĕн вĕренекенĕ (9 класс);

2) Быков Александр, Çĕмĕрле хулинчи 8-мĕш гимнази вĕренекенĕ (9 класс);

3) Васильева Ираида Владимировна, Çĕрпӳ районĕнчи Опытный шкулĕн вĕренекенĕ (10 класс).

Çĕнтерӳçĕсемпе конкурса хутшăнакансене раштавăн 5-мĕшĕнче 11.00 сехетре 434-мĕш пӳлĕмре дипломсемпе сертификатсем парса чыслăпăр!