И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ шкул ачисене, техникумпа колледж студенчĕсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕшĕнче уçă алăксен кунне чĕнет.

Программăра:

- выставкăсем, экскурсисем, факультетсен презентацийĕсем;

- театраллă концерт, викторина, парнесем выляттарни;

- университет ертӳçисемпе, йышăну комиссийĕн членĕсемпе тĕл пулса калаçни;

- студентсемпе çамрăксен «Человек. Гражданин. Ученый (ЧГУ - 2015)» фестивальне уçни;

- абитуриентсем факультет преподавателĕсемпе тĕл пулни.

Сире çак адреспа хапăл туса кĕтетпĕр: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, Университетăн Культура керменĕ.

Официаллă пай 13 сехет те 30 минутра пуçланать. Культура керменĕнчи фойере 12 сехетре выставка уçăлать.

Хушма информацие университетăн йышăну комиссийĕнче ыйтса пĕлме пулать (адрес: Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 229 каб). Тел.: 45-23-39.