Хаклă абитуриентсем!

Сире раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен Уçă алăксен кунне чĕнетпĕр. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче çак кун сирĕншĕн усăллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртеççĕ.

1. К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ирттернĕ олимпиадăпа тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçисене дипломсем, хутшăнакансене сертификатсем парса чысласси.

11.00 сехетре, I-434 аудиторире пухăнатпăр.

2. 2016 çулта вырăс чĕлхипе иртекен Пĕрлехи патшалăх экзаменне хатĕрленесси (лекци). .

Лекци вулаканĕ – вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Мария Евгеньевна Петухова.

Лекцире актуаллă ыйтусем пăхса тухаççĕ:

1. 2016 çулта вырăс чĕлхипе иртекен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

2. Абитуриентсен экзамен ĕçĕсенче тĕл пулакан кулленхи йăнăшсем.

3. Сочинени мĕнле çырмалла?

Лекци 12.00 сехетре, I-434 аудиторире пуçланать.

Сире çак адреспа хапăл туса кĕтетпĕр: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт (4-мĕш этаж, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕ).