Раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Çавна май вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче шкул ачисемпе колледж студенчĕсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнма пултарчĕç.

11 сехетре К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ирттернĕ тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçисене дипломсемпе чыслас уяв пуçланчĕ. Преподавательсем презентаци, иллюстраци конкурсĕсенче, интернет-олимпиадăра мала тухнă маттурсене дипломсем, хутшăнса çĕнтереймен ачасене сертификатсем пачĕç. Алена Михайловна Иванова декан вĕренекенсене факультет тата филологпа журналист профессийĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, факультетран вĕренсе тухакансем ăçта ĕçе вырнаçма пултарас пирки тĕслĕхсемпе ăнлантарчĕ. Пуçтарăннă хăнасене студентсем юрă-кĕвĕпе, сăвă-калавпа савăнтарчĕç.

12 сехетре "Вырăс чĕлхипе иртекен Пĕрлехи патшалăх экзаменне хатĕрленесси" лекци пуçланчĕ. Ăна вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Мария Евгеньевна Петухова вуларĕ. Лекцире чи актуаллă ыйтусем пăхса тухрĕç:

– 2016 çулта вырăс чĕлхипе иртекен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

– Абитуриентсен экзамен ĕçĕсенче тĕл пулакан кулленхи йăнăшсем.

– Сочинени мĕнле çырмалла?

Факультетăн йышăну комисси членĕсем пулас абитуриентсене вĕренме кĕмелли правилăсемпе, вĕренӳ формисемпе паллаштарчĕç, тĕп аслă пĕлӳ илнипе пĕрлех иккĕмĕш хушма пĕлӳ илме май пуррине, мĕнле программăсем ĕçленине палăртрĕç.

13 сехетре преподавательсемпе студентсем, шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем Университетăн Культура керменĕнче иртекен Уçă алăксен кунне хутшăнчĕç. Унта Андрей Юрьевич Александров ректор университет аталанăвĕнчи çĕнĕ çул-йĕрсем, вĕренӳре палăрнă чи пултаруллă студентсем çинчен каласа кăтартрĕ, "Хочу в ЧГУ!" викторина çĕнтерӳçисене парнесем парса чысларĕ, шкул ачисене университетра иртекен олимпиадăсене, "хĕллехи шкул" занятийĕсене, кружоксене, спорт ăмăртăвĕсене, «Университетри шăматкунсем» проектпа иртекен лекцисене хутшăнма чĕнчĕ.

Уçă алăксен кунĕнче университетра тĕрлĕ выставкăсем, экскурсисем, факультетсен презентацийĕсем, театраллă концерт, викторинăсем, призсен вылявĕсем иртрĕç. Çак кунах студентсемпе çамрăксен регион шайĕнче çулсерен иртекен "Человек. Гражданин. Ученый" фестивалĕ уçăлчĕ.