Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче раштав (декабрь) уйăхĕн 7-мĕшĕнче Литература çулталăкне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.
Унта 130 ача хутшăнчĕ, вĕсем – университет студенчĕсем тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи, Шупашкар тата Урмар районĕнчи шкулсенче 5-11 классенче вĕренекенсем.Конкурса вырăс чĕлхипе литература кафедри ирттерчĕ.
Сăвă вулакансем çакăн пек номинацисенче ăмăртрĕç:
• «Майский свет Победы» (Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа );• «Родина моя, Русь…» (Тăван çĕршыв тематики);
• Русская классическая и современная поэзия (А. Фет, Б. Пастернак, С. Есенин, К. Симонов пултарулăхĕ тăрăх);
• «Турнир поэтов» (харпăр хăй çырнă сăвăсене вуласси).
Конкурс çĕнтерӳçисене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!
Хутшăнса мала тухайманнисене сертификатсем параççĕ, вăл хутсене шкулсене çитереççĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсем парса чыслас куна çитес вăхăтра пĕлтереççĕ.
Тĕл пуличчен!
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем (студентсем)
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем (шкул ачисем)