Раштав (декабрь) уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Раççейри Литература тата Чăваш енри К.В. Иванов çулне вĕçлесе "Вулакан Чăваш ен" республика форумĕ иртрĕ. Унта Константин Иванов пултарулăхне халалласа çулталăк тăршшĕпе ирттернĕ тĕрлĕ проектсене мĕнле пурнăçласа пынине пĕтĕмлетрĕç.
Форум мероприятийĕсенчен пĕри − "Нарспие" вулатпăр" культурăпа литература вариацийĕсем" телепередача. Ток-шоура хутшăнакан экспертсем − Чăваш ен культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Семендер, Пĕтĕм тĕнчери литература архивĕн генеральнăй директорĕ Виталий Баев, Наци библиотекин сектор ертӳçи Дарья Рябцева, Шупашкар хулин ачасемпе ĕçлекен Пĕрлештернĕ библиотекăсен директорĕ Наталья Мисина, Çĕнĕ Шупашкарти библиотека директорĕ Ольга Протасова. Передачăна филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă Валентина Поливцева тележурналист ертсе пычĕ.
Ятарласа чĕннĕ хăнасем хушшинче Чăваш халăх художникĕ Праски Витти, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев, писательсен союзĕн членĕ Любовь Петрова, «Язык для Успеха» ют чĕлхе шкулĕсен директорĕн çумĕ Ольга Николаева, çирĕм районти центральнăй библиотекăсен директорĕсем, пресса ĕçченĕсем пулчĕç.
Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем мероприяти пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче «Нарспи» поэма сыпăкĕсене артистсем пек ăста вылярĕç, поэма йĕркисене тĕрлĕ чĕлхепе вуларĕç. Çакă телепередачăн чи илемлĕ саманчĕсенчен пĕри пулчĕ. Студентсен пултарулăх ертӳçи – Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов.
Литература, кĕнекепе вулав çинчен йĕркеленĕ калаçу интереслĕ иртрĕ. Телепередачăна хутшăнакан экспертсем Константин Иванов çулĕнче ирттернĕ пысăк проектсем çинчен аса илчĕç, çулталăк тăршшĕпе паха ĕçсем тунине, вулакансем аслă поэт пултарулăхĕпе, унăн «Нарспи» поэмипе чăнах та интересленнине палăртрĕç. Чăваш литератури çинчен республика тулашĕнче çеç мар, Раççейрен аякра та илтсе пĕлчĕç.
Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн коллективне çулталăк тăршшĕнчи мероприятисене активлă хутшăннăшăн Тав хучĕ парса чысларĕç.
"Нарспие вулатпăр" культурăпа литература вариацийĕсем" ток-шоуна раштав (декабрь) уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче Раççей 24 каналпа 19.30 сехетре пăхма пулать. Передачăна курмасăр ан ирттерĕр!