Раштав (декабрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Çамрăксем – Чăваш енĕн ĕçлекен вăй-хăвачĕ» форум иртрĕ. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем «Чăваш ен» патшалăх телерадиокомпанире йĕркеленĕ «Çамрăксен наци брендне аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ» секцире хутшăнчĕç.
Форумра Чăваш енĕн сăн-сăпатне кăтартасси мĕнлерех аталанса пынине сӳтсе яврĕç, çак проекта тухăçлăрах ĕçлеттермелли çĕнĕ шухăшсем пирки калаçрĕç. Экспертсем – Чăваш енĕн Миниформполитика ертӳçи Александр Иванов тата Дмитрий Донсков бизнесмен пулчĕç. Секци ĕçне Чăваш Республикинчи çамрăксен правительствин ертӳçи Станислав Трофимов модератор ертсе пычĕ.
«Чăваш ен» ГТРК студийĕнче влаçпа бизнес представителĕсем тата çамрăксен организацийĕсен активисчĕсем сехет çурă хушши секци темипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлесе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
Чăваш наци бренчĕн никĕсĕнче мĕн пулмалла? Регион сăн-сăпатне мĕнле аталантармалла? Историн мĕнле факчĕсем, хăш çынсемпе организацисем е пулăмсем, территорин мĕнле уйрăмлăхĕсем наци брендне тума-ӳстерме пулăшаççĕ? Çакăн йышши тата ытти чылай ыйту форумри секцин тĕп теми пулса тăчĕ. Тĕл пулăва хутшăнакансем тĕрлĕ хурав пачĕç: наци брендне тума пулăшаканĕ вăл – тĕнчипе чапа тухнă Шупашкар канихвечĕ те, «Нарспи» поэма е чăваш тĕрри те, Шупашкар тракторĕ те. Анчах та форумçăсенчен нумайăшĕ çакна çирĕплетрĕ: Чăваш енĕн чи пысăк пуянлăхĕ вăл – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе çамрăксен тĕрлĕ шухăш пур иккен: чăваш открыткисем пичетлесе кăларнинчен пуçласа чăваш чĕлхин онлайн-курсĕсене йĕркелеме кирли таранах.