Хисеплĕ вĕрентекенсемпе студентсем,
хаклă туссем!
Çĕн çул сăнать çут кантăкран,
Килсе шаккать кĕç алăкран.
Хум чуптарса шур юр ташлать,
Килрен киле салам ярать.
Вăй-халлăн çиттĕр Çĕнĕ çул,
Пиллетĕр сывлăх, ыр кун-çул!
Хаклă туссем! Çĕнĕ 2017-мĕш çул пуçланнă ятпа саламлатпăр сире!
Телей те юрату, ăнăçу, такăр кун-çул сунатпăр! Пĕр-пĕрне пулăшса, килĕштерсе пурăнар!
Çемьере – кил ăшши, ăнлану, ĕçре – тăрăшу, çĕнĕ çитĕнӳ пултăр!
Çапла пултăр!