2016 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе культура кафедрин преподавателĕсем Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче иртнĕ «Хальхи тапхăрта тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» тĕнче шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцие хутшăнчĕç.
Мероприятие паллă чĕлхеçĕсене, филологи наукисен кандидачĕсене Ю.М. Виноградовпа А.В. Волкова доцентсене халалланă.
Юбилярсене тата конференцие хутшăнакансене Вĕренӳ институчĕн ректорĕ С.М. Савин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.В. Петрова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Ф. Угаслов саламларĕç, секцисенче тухăçлă та хастар ĕçлеме сунчĕç. Саламлакансен шутĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ăсчахĕсем, республикăри тата регионсенчи тĕрлĕ шкултан килсе çитнĕ вĕрентекенсем те пулчĕç.
Пленарлă лару хыççăн программăра палăртнă тăватă секци ĕçлерĕ, унта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем тавра калаçрĕç:
1) «Хальхи чĕлхепе литература вĕрентĕвĕн аталану çул-йĕрĕ»;
2) «Тăван чĕлхене ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси»;
3) «Тăван мар чĕлхесене ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси»;
4) «Тăван литературăна ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси».