Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен уявĕ çывхарнă май нарăсăн 19-мĕшĕнче факультетра «Салтак юррин сехечĕ» литературăпа юрă-кĕвĕ уявĕ иртрĕ. Мероприятие чăваш халăх артисчĕ
Иван Иванов доцент ертсе пычĕ. Студентсем купăс тата гитара каласа 1941–1945 çулхи вăрçă çулĕсенче янăранă «Катюша», «Огонек», «Темная ночь», «Эх, дороги» юрăсене, Афган вăрçи тапхăрĕнчи «Белый танец», «Вспомни Афганистан», мирлĕ пурнăçпа çыхăннă кĕвĕсене шăрантарчĕç, вăрçă çинчен сăвăсем вуларĕç.
Факультет деканĕ А.М. Иванова хастар арсемпе каччăсене çывхарса килекен уявпа саламларĕ. В.А. Иванов, В.И. Сергеев, В.Г. Родионов, Г.Е. Корнилов вĕрентекенсем вăрçă саманчĕпе çыхăннă историсене аса илчĕç, пулас ăрăва тăван çĕр-шыва хӳтĕленĕ халăхăн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Г.А. Ермакова, Г.Г. Ильина, О.Г. Владимирова хаяр вăрçă çулĕсенче арçынсем çеç мар, хĕрсем те хастарлăх кăтартнине палăртса хăварчĕç.