Университетра спорт тата хӳтлĕх ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă май çамрăксен гражданла-патриотизм туйăмне çирĕплетес тĕллевлĕ тĕрлĕ мероприяти иртет. Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче
вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем Афганистанри çапăçусене хутшăннă ветеранпа, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕпеА.Ф. Ремизов полковникпа тĕл пулчĕç.
Анатолий Федорович Афганистанра 1980–1981 çулсенче çарта тăнă, танк взвочĕн тата разведка ротин командирĕ пулнă. Баглан, Бадазшан, Балх, Кундуз, Тахар тăрăхĕсенче иртнĕ çапăçусене хутшăнса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăланă.
Афган вăрçин тискер те хăрушă саманчĕсем çинчен студентсем кĕнекесемпе кинофильмсем тăрăх çеç пĕлеççĕ. Анатолий Федорович хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ нихăçан асран тухми чĕрĕ тĕслĕхсене куç умне кăларчĕ, студентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.