Тĕл пулăва Шупашкарти 37-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем тата университетри чăваш филологийĕпе культурологи кафедрин доценчĕ Е.П. Чекушкина (Елен Нарпи) хутшăнчĕç. Çамрăксене кĕнекене çырнин историйĕпе паллашма уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Тĕл пулури калаçу повеçри геройсен шăпи синкерлĕ çаврăнса тухни пирки те, чĕрери туйăмсене еплерех таса упраса хăварма пулни çинчен те пычĕ. Тата çавăн пекех Е. Нарпи хайлавĕсен чĕлхи çыпăçуллă та илемлĕ чĕлхе пулнине те палăртрĕç. Çамрăксем хайлавсене вырăсла куçарма та сĕнчĕç.