Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче К. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява музей ертÿçи И.В. Оленкина уçрĕ, музей историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Мероприятие вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, В.Г. Родионов профессор, Г.Г. Ильинапа О.Г. Владимирова доцентсем хутшăнчĕç, музей коллективне – сăмахлă культура çÿпçин управçисене – сумлă кунпа саламларĕç. Чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ, чăваш халăх артисчĕ И.И. Иванов ертсе пынипе 2-4-мĕш курс студенчĕсем «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вунă чĕлхепе вуларĕç, поэма сыпăкĕсем тăрăх театраллă инсценировкăсем лартрĕç. Куракансем çамрăк артистсене хапăл туса йышăнчĕç, чылайччен алă çупрĕç. Аваллăха асра тытса малашлăха çирĕп утăмлакан музей коллективне пархатарлă ĕçсемшĕн тав тăватпăр, «вăхăтсен çиппине» татма паманшăн пуçа таятпăр!

ПĔЛМЕ:

К. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ 1940 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче уçăлнă. Малтан вăл «Чăваш литература тата искусство музейĕ» ятлă пулнă. Унта Константин Иванов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа курав йĕркеленĕ. Литература музейĕ уçас шухăш çак куравран пуçланнă. 40-мĕш çулсенче музей ертÿçи Иван Ивник сăвăç пулнă. Вăл экспонатсем пухма пуçланă. Вăрçă пуçлансан Литература музейне пĕр вăхăта хупаççĕ, экспонатсене Краеведени музейĕн фондне шанса параççĕ. 1957 çулта Литература музейĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçлать, Краеведени музейĕн филиалĕ пулса тăрать. Ун чухне Литература музейĕн ертÿçи П.П. Юркин пулнă. Вăл пуçарнипе 1964 çулта музей Ленинград урамĕнчи Коротников купса çуртне вырнаçать. Кунта Петр Юркинпа пĕрле Ольга Колесниченко ĕçлеме тытăнать. Вăл 1967 çултан пуçласа 30 çула яхăн музей ертÿçи пулса тăрăшать. Çĕнĕ экспозицине 1990 çулта Ленинград урамĕнчи 29-мĕш çуртра уçаççĕ. Ку çул Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнипе тÿр килнĕ. Халĕ Литература музейĕ Чăваш наци музейĕн филиалĕ шутланать. Ертÿçи – Ирина Вячеславовна Оленкина.