Пуш (март) уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Ĕç çынни çулталăкне халалланă сăвă-юрă конкурсĕ иртрĕ. Аслă поэтăмăр Кĕçтенттин Иванов тĕпелĕ çак кун кĕвĕпе сăмах тĕнчине кăмăллакансене, хура çĕрĕн техĕмне туякансене, асамлă вăйне уякансене пуçтарчĕ. Савăнăçлă уява чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ, Чăваш халăх артисчĕ И.И. Иванов уçрĕ: «Иртнĕ çул, К. Иванов çулталăкĕнче, чăваш халăхĕ ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен хăйĕн çул-йĕрне, пурнăçне тишкерсе ăса хыврĕ. Кăçалхи çул вара, Ĕç çынни çулталăкĕнче, – ăша хывнине ĕçе куçармалла, хамăр çуралса ÿснĕ тăрăха илем кÿртсе унăн ĕмĕрне тăсмалла, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулмалла. Ман шутпа, чăваш халăхне ертсе пыракансем Ĕç çыннин çулталăкне вăхăтлă палăртнă».
Факультетра чылай çул хушши вăй хуракан В.И. Сергеев, Г.А. Ермакова, Г.Н. Семенова сумлă профессорсем хăйсен ачалăхне аса илчĕç, ялта ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскерсем çамрăксене тараватлăх, ĕçченлĕх, ăш пиллĕх сунчĕç.
Мĕн авалтан çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă чăваш халăхĕн шăпи сăмахлă культурăра та ÿкерĕннĕ. Студентсем чăваш тата вырăс поэчĕсен сăввисене вуларĕç, ĕç юррисем шăрантарчĕç. Мария Самделова, Сергей Хмелев тата Мария Тридворнова хăйсем çырнă сăвăсемпе паллаштарчĕç.
Сумлă жюри çитес вăхăтра конкурс çĕнтерÿçисене дипломсем парса чыслĕ.