Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Наука эрнине» хупрĕç.
Факультетра вăл питĕ тухăçлă иртрĕ, унта филологипе журналистикăри çĕнĕ шухăшсене, актуаллă ыйтусене, ăслăлăх проекчĕсене хастар сӳтсе яврĕç. Конференцие Чăваш Республикинчи аслă вĕренӳ учрежденийĕсен студенчĕсем, Удмурт патшалăх университечĕн, Хусан (Атăлçи) федераллă университечĕн, Пушкăрт тата Мари университечĕсен представителĕсем, Чăваш Енпе Тутарстан шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Кӳршĕллĕ регионсенчен килнĕ хăнасем «Наука эрни» çӳллĕ шайра иртнине, çакăн пек тĕл пулусем профессиллĕ компетенцисене аталантарас ĕçре пысăк усă кӳнине палăртрĕç. Ăслăлăх енĕпе ĕçленисĕр пуçне «Наука эрни» студентсемпе шкул ачисене нумай çĕнĕ тус-тантăш тупма та пулăшрĕ.
Çак кунах тĕрлĕ конкурс (шкул ачисем валли ирттернĕ «Сенкер инçет» олимпиада, университетри факультетсем хушшинче чăваш чĕлхипе ирттернĕ олимпиада, студентсен 50-мĕш конференцийĕ) çĕнтерӳçисене дипломсем парса чысларĕç. Факультет преподавателĕсем студентсемпе шкул ачисене ăшшăн саламларĕç, умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕç.
Учительсен ячĕпе Е.А. Майков тухса калаçрĕ. Салам сăмахĕнче вăл чăваш филологийĕ тата культура факультетĕнче вĕреннĕ чухнехи студент çулĕсене аса илчĕ, халал пачĕ: «Студент пурнăçĕ – чи савăк вăхăт. Ăна усăллă ирттерни ырă аса илӳсем кăна хăварĕ. Нихăçан та тăрăшма пăрахмалла мар, çĕнтерни çинче чарăнса тăмалла мар. Яланах аталанма тăрăшмалла, ун чухне тин ăнăçу пулĕ».
«Наука эрнине» хастар хутшăнакансене тата çĕнтерӳçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, вĕренӳре, ăслăлăхра тата пултарулăхра ăнăçу сунатпăр!