Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 11 сехетре Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ скверта «Анлă янра, чăваш чĕлхи!» митинг-концерт уçăлчĕ. Ăна чăваш чĕлхи кунне тата Аслă просветителĕмĕр И.Я.Яковлев 168 çул тултарнине халалланă. Çулсеренех кунта чăваш чĕлхине хисеплекен, юратакан, çак ĕçпе пурăнакан çынсем пуçтарăнаççĕ. Кăçал ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсенчен килнĕ студентсем йышлă пулни палăрчĕ.

1992 çултан пуçласа Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ «Чăваш чĕлхи кунне çирĕплетесси çинчен» постановление йышăннă хыççăн çак уява чăвашсем йышлă пурăнакан пур çĕрте те паллă тăваççĕ. Çак кун миллион ытла чăваш тĕрлĕ мероприятисене, куравсене хутшăнать, мăн асаттесемпе асаннесен мăнаçлă чĕлхине хисеп тунине палăртать, çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартать.

Уяв пирĕн факультет студенчĕсемпе вĕрентекенĕсем те хастар хутшăнчĕç. Хаваслă митинга уçнă май ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, И.Я.Яковлев ĕçĕн пĕлтерĕшĕ чăваш халăхĕн кун-çулĕнче пысăк пĕлтерĕш ыйшăннине палăртрĕ, вăл алфавит тата букварь çыраканĕ, халăха çутта кăлараканĕ пулни çинчен аса илтерчĕ. Константин Геннадиевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн саламĕпе паллаштарчĕ.

Салам сăмахĕпе комитет председателĕ П.С.Краснов, Чăваш наци конгрессĕн элтеперĕ Н.Ф.Угаслов, ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ С.В.Петрова, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ В.Н.Викторов, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин тата чăваш халăх сăвăçисем Валерий Туркайпа Юрий Сементер тухса калаçрĕç. Вĕсем хăйсен шухăш-кăмăлне, тăван чĕлхен тата И.Я.Яковлев ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ паянхи кун уйрăмах пысăк пулнине пĕлтерчĕç.

Митингра И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне панă халал» янăрарĕ. Мероприятин тĕп пайĕ палăк умне чечексем хунипе вĕçленчĕ. Унтан Елена Османова, Константин Рязанов, Ирина Музыкантова, Светлана Печникова, Альбина Пăрчăкан, Алиса Ахахпи, Людмила Кинер чăваш эстрада юрăçисем, «Раздолица» казак ансамблĕ, «АЗАМАТ» ансамблĕн солисчĕсем Валерий Кузьмин, Леонид Антонов, Алина Егорова тата ыттисем те хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç.

Мероприятие Чăваш патшалăх университечĕнче чăваш уйрăмĕнче 3 курсра вĕренекен Мария Самделовăпа хăй вăхăтĕнче пирĕн факультетра вĕреннĕ, халĕ «АЗАМАТ» ансамблĕн солисчĕ Леонид Антонов ертсе пычĕç.