Паян чăваш чĕлхипе тăван халăхăн пуласлăхĕ пирки шухăшласа республикăмăрта чылай мероприяти ирттернине палăртмалла. Вырăс, чăваш филологийĕ тата журналистика факультетĕнче чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсем те кулленех чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисене (калăпăр, пĕр-пĕр паллă чăваш çыравçин кĕнеке хăтлавĕ-и е театра спектакль премьерине кайса курмалла-и) хавас кăмăлпа хастар хутшăнаççĕ. Факультетра тĕрлĕ тĕл пулу час-час иртет.
Хальхинче вара студентсем патне нумай чĕлхе вĕрентекен «Язык успеха» шкулăн ертӳçи Александр Блинов килчĕ. Сăлтавĕ – чăвашсен культурине, чĕлхине аталантарассишĕн тăрăшакан çамрăксене пĕр çĕре пухса кар! тăрса ĕçлесси. Александр хăй те тĕлĕнмелле чăваш. Хулара çитĕннĕскер, яш чухне тăван чĕлхене пит пĕлсех кайман. Кайран, темиçе чĕлхе те алла илнĕ хыççăн кăна, ашшĕ-амăшĕн чĕлхи кирлине туйса ăна хăй тĕллĕн тенĕ пек вĕреннĕ. Паян вăл, тĕрĕссипе, пур чăваш та тĕслĕх илмелли ар. Ултă-çичĕ чĕлхепе (чăвашла, вырăсла, акăлчанла, итальянла, французла, турккăлла, эсперанто) çăмăллăнах калаçма пултараканскер, чăваш чĕлхи аталантăр тесе çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем шухăшласа кăларать-мĕн вăл. Анчах ку ĕçе (мультфильмсене чăвашла куçармалла, хулара чăвашла текстлă реклама хăмисем вырнаçтармалла, чăвашла сăмахсарсем тумалла тата ытти те) сахал йышпа тума йывăр, çавăнпа студентсене те волонтер пулса явăçма чĕнсе каларĕ Александр Блинов. Анчах çак пархатарлă ĕçе такам хистенипе мар, чун ыйтнипе тумаллине те палăртрĕ хастар чĕреллĕ чăваш арĕ.
"Таçтан такамсем килсе йăлтах туса парассине кĕтсе лармалла мар, паянхи лару-тăрушăн такамсене айăпламалла мар, чи малтан "эпĕ хам мĕн тума пултаратăп?" тесе ыйтмалла, вара пурте ăнăçлă пулать", - терĕ «Язык успеха» чĕлхе шкулĕн ертӳçи.
Çапла пултăрччĕ!