2016 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче вырăс тaтa чăваш филологийĕne журналистикa фaкультетĕнчe 10-мĕш хут «Ашмарин вулавĕсем» ăслăлăх тата практика конференцийĕ иртрĕ.
Меропрuятue yçнă мaй Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Е.Н. Кадышев, вырăс тaтa чăваш филологийĕne журналистикa фaкультетĕн деканĕ А.М. Иванова салам сăмахĕсем каларĕç. Конференцие хутшăнакансене онлайн-трансляци мелĕпе Токuo yнивepситечĕн профессорĕ Синджиро Казама (Япони), Будапешт университечĕн соискателĕ Мелинда Такач (Венгри) саламларĕç.
Пленарлă ларура филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ В.Г. Родионов профессор, Барселона университечĕн Социолингвистикăпа коммуникаци тĕпчев центрĕн тулашри ăслăлăх пайташĕ Алос-и-Фонт Эктор (Испани), СССР писателĕсен союзĕн членĕ, прозаик тата тăлмачă Е.Н. Лисина (Г. Айги йăмăкĕ), филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ В.И. Сергеев профессор, Тутарстанри чăваш таврапĕлÿçисен председателĕ А.Н. Семенов (Хусан хули) докладсемпе тухса калаçрĕç.
Конференцин пленарлă тата секцисен ларăвĕн ĕçĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я. Якoвлeв ячĕллĕ Чăваш патшaлăх пeдaгoгика yнuверситечĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн вĕрентекенĕсемпе ĕçтешĕсем, студенчĕсемпе аспиранчĕсем, çавăн пекех Хусан (Атăлçи) федераци университечĕн, Mapu пaтшалăх yниверситечĕн, Пушкăрт патшалăх университечĕн, В.М. Baсильeв ячĕллĕ Mapu нayкăпа тĕпчев институчĕн, Удмурт патшалăх университечĕн, Пушкăрт патшалăх университечĕн Стерлитамакри филиалĕн ĕçтешĕсем, республикăри тата республика тулашĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, техникумсемпе колледжсен вĕрентекенĕсем хастар хутшăнчĕç.
Конференци Программине танлаштаруллă чĕлхе тата литература пĕлĕвĕ, журналистика теорийĕпе практики, вузра тата шкулсенче вĕрентес методика тата ытти темăсемпе 197 дoклaд кĕpтнĕ. Конференци материалĕсем ăслăлăх цитатисен Раççей индексĕ (РИНЦ) шута илекен сборникра пичетленсе тухĕç.
Çакăн йышши конференцисем ирттерни, паллах, вузсем хушшинчи ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетме, аслă тата кĕçĕн ăрури ученăйсем хушшинчи опыта аталантарма май парать.