Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Наци библиотекинче З.К. Яковлеван «Юрататăп хам Чăваш çĕрнех», «Чĕрери юррăма шăратасчĕ», «Вăрансассӑн ирхи шуçăм» (З. Сывлăмпи сăвăçпа пĕрле кăларнă) кĕнекисен презентацийĕ пулчĕ.
Земфира Кузминична – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, фольклорист, «Çĕн ял» фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи. Вăл 1993–2012 ҫулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче культурологи кафедринче доцент пулса ĕсленĕ, студентсен «Сипет» фольклор ушкăнне ертсе пынă, халăх юррисене пуçтарас, юрлас ăсталăха вĕрентнĕ, фольклор экспедицийĕсем йĕркеленĕ. 30 ытла ăслăлăх статйисен, методика пособийĕсен, программăсен авторĕ, тĕрлĕ экспедици вăхăтĕнче вăл чăваш юррисен 800 тĕслĕхне çырса илнĕ. З.К. Яковлева тăрăшнипе «Чĕресем пулсан вĕри», «Кĕрхи тĕрленчĕксем», «Пурнăç илемĕ» юрă пуххисем пичетленсе тухрĕç.Чăваш филологийĕпе культура кафедри сумлă ĕçтешĕмĕре çĕнĕ кĕнекесем тухнă ятпа саламлать, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунать.