И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУрa пĕр мepопpuяти тe Мария Самделовасăр иртмест. Ирсерен Чăваш наци радиовне ярсан та унăн сассине илтетĕн. Марийăн хисеп тата тав хучĕсен шучĕ 500-тен те иртнĕ. «Шучĕ мар, тĕрлĕ конкурса, мероприятие хутшăнса хамшăн çĕнĕлĕхсем уçни, тус-тантăш тупни чи пахи», – терĕ Чăваш наци радиовĕнче «Ирхи кăмăл» кăларăма ертсе пыракан Мария Самделова.
Мария Самделовăн вăр-варлăхĕ, тăрăшулăхĕ – ашшĕпе амăшĕнчен. Петр Михайловичпа Людмила Николаевна хĕрне ачаранпах ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕ Машăна яланах çирĕп тытнă. «Вăл мĕншĕн çапла пулнине çулсем иртсен çеç ăнлантăм. Атте – лайăх пултăр тесе тăрăшнă. Вăл мана вĕрентессишĕн çунатчĕ. Манăн математикa eнĕпе пулмастчĕ, çавăнпа аттестатра геометрипе пĕртен-пĕр «4» саркаланса ларать. Пĕррехинче аннепе иккĕшĕ хăнана кайрĕç, эпĕ урок туса юлтăм. Пĕр хăнăхтарăва ниепле те пурнăçлаймарăм, çывăрма выртрăм. Атте килсен мана тăратрĕ, килти ĕçе тĕрĕслерĕ. Пурнăçлайман хăнăхтарăва ăнлантарчĕ, хуравне пĕрле тупрăмăр», – аса илет И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тaтa чăваш филологийĕne журналистикa фaкультетĕнчe 4-мĕш курсра ăс пухакан Мария. Повар специальноçне алла илнĕ Петр Михайлович пĕр вăхăт шкулта тăрăшнă. Мария Самделова хуларан тăван ялне, Патăрьел районĕнчи Шăхача, килсен духовкăра ним мар шашлăк хатĕрлет. Вăл ашшĕнчен тутлă апат янтăлама вĕреннĕ. Амăшĕ Людмила Николаевна сĕнӳ-канаш парать, тĕпренчĕкне кирек хăçан та пулăшма хатĕр.
«Асатте-асанне, кукамай-кукаçи пулман манăн. Кӳршĕри виçĕ кинемейпе калаçса йăпанаттăм. Ватăсемпе пĕрле мунча кĕреттĕм, кашнине çăвăнтараттăм. Вĕсем патне çĕр выртма та çӳреттĕм. Кинемейсем мана аслă пĕлӳ илсе çын пулмалли пирки калатчĕç. Вĕсен сăмахсене яланах асра тытрăм, лайăх вĕренме тăрăшрăм», – каласа кăтартать Маша. Шкула кайичченех хаçат вуланă вăл. Хаçат вулама кăмăлланине кура Машăн почтальон пулас килнĕ. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл, мунчана кайма хатĕрленнĕскер, хăйĕн пĕр пĕлĕшĕ радиопа калаçнине çăвар карса итленĕ. Çав кун унăн ĕмĕчĕ тĕпрен улшăннă, Маша журналист пулас шухăшпа çунатланнă. Вăл ĕмĕт авăрне путнине çывăх çыннисем те сиснĕ. Мария çав каç пĕрремĕш сăввине çырнă. «Шăхач» ятлă вăл. Кун хыççăн хĕрача сăввисене тетраде çырса пынă, ун валли ятарласа 96 листаллине туяннă. Хăть те ăçта кайсан та ăна пĕрле илнĕ. Шупашкара вĕренме килсен тетрадь пач çухалнă. Куншăн Маша ларса макăрнă. « Шкулта вĕреннĕ вăхăтра мĕнле кăна конкурса хутшăнман-ши? Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте «Раиса Сарпи вулавĕсем» çулленех иртеççĕ. Унта хутшăнтăм. Çав кунах шкулта çăмăл атлетика енĕпе кросс иртмеллеччĕ. Спортăн ку тĕсне питĕ юрататăп та унта та çитме палăртрăм. Çапла тăратăп автобус кĕтсе, кросс пуçланиччен 10 минут юлчĕ. Çак кĕске вăхăтра тăван шкула ниепле те çитме çук. Физкультура учителĕ Петр Макаров шăнкăравларĕ: «Эсĕ ăçта? Ăмăрту пуçланать. Чупмасăр юласшăн-им? Маша, икĕ мулкача тытма пĕлмелле», - терĕ. Вăл ман пата машина ячĕ, çитрĕм çеç – старт пачĕç. Сăвă вулама тухнă шурă блузкăпах ăмăртрăм, пурне те хыçа хăварса телефонлă пултăм», – иртнĕ самантсене аса илет Маша. «Икĕ мулкача тытма пĕлмелле» тени унăн пуçне кĕрсе юлнă. Халĕ вăл кашни минута хаклама, унпа тĕллевлĕ усă курма тăрăшать. Пике ирхи 4 сехетрех ура çинче. Маша пĕр кун хушшинче ăçта кăна çитмест- ши? Вĕренме те, ĕçлеме те, тус-тантăшĕпе тĕл пулма та ĕлкĕрет. «Манăн вăхăт çук», – текенсене вăл ĕненмест. Май тупсан, кахалланмасан йёлт ĕлкĕрме пулать. Чăвашлăхшăн çунаканскер шкул хыççăн чăваш филологийĕн уйрăмне вĕренме кайнăшăн пĕртте ӳкĕнмест. «Эпĕ кирек мĕнле факультетра ăс пухсан та шăла çыртса вĕренĕттĕм», – терĕ пике. «Çынна ырă çеç тумаллине ачаранпах пĕлетĕп. Кĕвĕç чунлисене ăнланмастăп. Çынна ура хурассишĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Астăватăп-ха: 4-мĕш класра чухне аслисемпе пĕрле пĕр çын патĕнче севок сухан пуçтартăмăр. Эпĕ пуринчен малта пыни килĕшмен вĕсене. Кăмăлсăрланнă çынсене кура усламçă кашнине лаптăк уйăрса пачĕ. Эпĕ каллех пĕрремĕш пулсан: «Куртăр-и?» – тесе пурне те шăплантарчĕ. Унашкал тĕслĕх сахал мар пулнă. Çынсем мĕншĕн ăмсанаççĕ-ши тесе пуç ватнă чухне пĕр шухăш кĕчĕ: «Эпĕ чăннипех те телейлĕ, çавăнпа кĕвĕçеççĕ». Çыншăн савăнма пĕлмелле. Аттепе анне мана ача чухнех канфета килте миçе çын пулнине кура пайлама вĕрентнĕ».
Нумаях пулмасть вăл хăйне «Мисс Студентка Star» конкурсра тĕрĕсленĕ. Тепри пулсан хăй çĕнтерессишĕн темĕн те тăвĕ. Маша вара ытти пикене канаш пама, пулăшма тăрăшнă. «Вĕсем валли кĕпесем те йăтса килтĕм», – йăл кулчĕ 20-ри хĕр. Халĕ Маша Шупашкарти пĕр гимназире практикăра. Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентет. Унччен те хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ вăл. Телекуравра ăсталăхне туптанă, радиона çитнĕ. Маша – Чăваш наци конгресĕ çумĕнче йĕркеленнĕ çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕн ертӳçин çумĕ. Кăçал вăл ытти çамрăксемпе Крымра иртнĕ Акатуя та çитнĕ. Пултаруллă пике Хусанта иртнĕ тĕрĕк çамрăкĕсен фестивальне икĕ хут хутшăннă. Унта та чылай тус тупнă. Бакалавр дипломне илсен Мария малалла вĕренесшĕн, мĕншĕн тесен ăна общежитири пурнăç килĕшет, çак хаваслă вăхăтпа час сыв пуллашасшăн мар вăл. Çемьеленме те васкамасть. «Эпĕ халĕ те ача-ха. Тĕлĕнмелле асамлă çак тапхăртах пурăнас килет. Вăхăт çитсен çемьеленĕп. Манăн шухăшпа, ку утăма тăвассипе шӳтлемелле мар», – сăмахне вĕçлерĕ пултаруллă пике. Мария Самделова çынсене чи ыррине çеç сунать, кашни самантпа киленме сĕнет. Вăл пурнăçа юратать, çынна йăл кулă парнелеме тăрăшать.
Ирина Кошкина («Çамрăксен хаçачĕ», кĕскетнĕ).
Мария Самделова –«Çамрăксен хаçатĕнче»