ЧP Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тaтa чăваш филологийĕne журналистикa фaкультечĕн студенчĕ Георгий Смирнов пĕрремĕш курсра çеç ăс пухать пулин те преподавательсемпе тантăшĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕ. Елчĕк районĕнчи Турханта çуралса ӳснĕскер 7-мĕш класранпах аллинчен купăс ямасть. Ăна каласа вăл тус-тăванĕн, юлташĕсен кĕрекине илем кӳрет, университетри мероприятисене те хастар хутшăнать.
Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвари шкулта 9-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Георгий Смирнов Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Унта кайма ăна мĕн хистенĕ-ха? Каччă шкул сукмакне такăрлатнă чухнех сцена çинче юрлама-ташлама юратнă. Пултарулăхне кура ашшĕпе амăшĕ ăна Елчĕкри искусствăсен шкулне илсе кайнă. Георгий унта купăсçăсен кружокне çырăннă. 7-мĕш класра вĕренекенскер çак инструмента пĕрремĕш хут алла тытнă. Йĕкĕт шухăшĕпе, купăс калама вĕреннĕ чухне чи кирли - хăлха илтни. Кăмăл туртăмĕ пулни те, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Училищĕре вĕреннĕ чухне килти ĕçсене пурнăçлама Георгие купăс кирлĕ пулнă. Купăсçă пулма шухăш тытнă яша пĕр тăванĕ хăйĕн инструментне килсе панă. Халĕ ку киленĕç каччă пурнăçĕн пĕр пайĕ тесен те йăнăш пулмасть. Георгий кирек епле юрă кĕввине илтсен те купăс калама тăрăшать, чăваш ташшине ураран ӳкичченех ташлаттарма пултарать. Çак музыка инструменчĕ уншăн иккĕмĕш юлташ пекех. Университетра хăнасене кĕтсе илмелле-и, салтак ăсатмалла-и, юбилей-и, «Студентсен çуркуннине» хутшăнмалла-и, факультетра мероприяти йĕркеленет-и - пур çĕре те купăс йăтса чупма тивет. Пысăк сцена çине Георгий музыка училищинче вĕреннĕ чухне «Иксĕлми çăлкуçсем» фестивале хутшăннă чухне тухнă. Фольклор уйрăмĕнче ăс пухаканскере купăс калама çеç мар, юрлама-ташлама та вĕрентнĕ. Аслă курссене çитсен вăл «Янтал» ушкăнпа тĕрлĕ тăрăха çӳренĕ. Вĕсем Мускава, Самара, Хусана та çитнĕ, çуллахи практика вăхăтĕнче вăл хăй çуралса ӳснĕ тăрăхри халăх йăли-йĕркине тĕпченĕ. Ватă çынсем каласа кăтартнине диктофонпа çыртарнă. Пĕтĕмпе 100-е яхăн юрă пухнă вăл. Юрăсем тĕрлĕ жанрлă пулнă. Унăн пухмачĕнче туй, çĕнĕ хăта, улах, салтак юррисем пур.
Георгий мĕншĕн музыка енĕпе мар, филологи урăмĕнче аслă пĕлӳ илме шухăшланă-ха? Ăна чăваш халăх культурипе йăли-йĕрки кăсăклантарнă, унăн тă- ван чĕлхепе таса калаçма вĕренес килнĕ. Георгий «Чĕлхесемпе культурăсен калаçăвĕ» проекта хутшăнса купăс каласа студентсене ташлаттарнă. Яш ял ачисен хушшинче чăвашла юрлакан-ташлакан йĕкĕтсене тупма çăмăл мар. Купăс калама пĕлекенсене вара кăнтăрла хунарпа шырамалла. Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм акăлчан е вырăс юррисемпе тăрăс-тăрăс сикме юратать. Çут тĕнчене чăваш пулса çуралнисемех тăван культурăран ютшăнаççĕ. Чăваш уйрăмĕнче вĕренекен вара Георгий пур çĕрте те аталанма май тупать. Пĕлтĕр вĕсем Хусанта иртнĕ «Халăх пуянлăхĕ» конкурса тусĕпе, физикăпа математика факультечĕн студенчĕпе Сергей Лисинпа, хутшăннă. «Эпĕ чăваш ташшин кĕввине каларăм. Тусăм кид-бокс мелĕпе тĕрлĕ сасă кăларчĕ. Пирĕн номере жюри членĕсем пысăк хак пачĕç, II степеньлĕ Дипломпа чысларĕç», - каласа кăтартать çитĕнĕвĕ пирки яш.
Георгий пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Вăл çулталăк ытла ĕнтĕ Галина Скворцова ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх театрне çӳрет. «Хĕрсĕр ялта хĕсĕр мар» тата «Пуçа килсен пуçана» спектакльсенче рольсем калăплама ĕлкĕрнĕ. Юлташĕсемпе, тăванĕсемпе тĕл пулма та вăхăт тупать вăл. Георгий тăван халăх культурине чунтан юратнине вăл Çăварние купăс йăтса тухни те çирĕплетет. Хулари пĕр тур-компани ĕçченĕсем те Шупашкара хăнасем йышлăн килсен купăс калама пĕлекен яша пулăшма чĕнеççĕ. Пултаруллă каччă кирек ăçта та кирлĕ. Ахальтен мар Георгие кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантарнă. Çамрăк купăсçă малашне те çынсен кăмăлне çĕклеме пултарасси, тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртесси пĕртте иккĕлентермест.
Любовь Петрова («Çамрăксен хаçачĕ», кĕскетнĕ).
Георгий Смирнов –«Çамрăксен хаçатĕнче»