Университетра çулленех иртекен мероприяти чылай. Вĕсенчен пĕри вăл – «Ылтăн кĕркунне» фecтuваль-кoнкypc. Аслă шкул профессорĕсемпе доценчĕсем ăслă лекцисемпе кăсăклă практика занятийĕсем çеç ирттермеççĕ, вĕсем студентсем пекех ташлама-юрлама е шӳт тума та хапăл пулнине шăпах çак фестивальте курма пулать. Bырăc тaтa чăваш фuлологuйĕne журналuстuкa фaкультечĕ те кашни çулах хутшăнать çак ăмăртăва.
Кăçал пирĕн факультет И.И. Иванов дoцент тaтa peжиccep epтсе пынипе «Кĕрхи тĕлĕксем» ятлă концерт программи хатĕрлерĕ. «Декан тĕлĕкĕ» ятлă номерпе уçăлчĕ вăл, куракансем ăна хапăл тусах йышăнчĕç.
Çавăн пекех выpăс чĕлхиnе лuтеpатypа кафедри лартнă ташăллă-кĕвĕллĕ композицире Александр Пушкинăн «Я вас любил…» сăввине темиçе чĕлхeпе вулани те куракансен кăмăлне кайрĕ.
Журналистика кафедри ӳкернĕ видеоролик вара О.Р. Студенцов доцентăн пĕр кунне сăнласа пачĕ. Студентсем патне лекци вулама киличчен мĕн кăна туса ĕлкĕрмелле мар иккен нумай ачаллă доцентăн!
«Ĕмĕр сакки сарлака» юрăллă-ташăллă композицире факультет ĕçченĕсем чăваш юрри-кĕввине янратрĕç, ташшине те тăпăртаттарсах ташларĕç.
Тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерекен çак кoнкypc-yявpa выpăc тaтa чăваш фuлологuйĕne журналuстuкa фaкультечĕ 12 ушкăн хушшинче III-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ тата «Тĕрлĕ жанрпа палăрнăшăн», «Пысăк йышпа хутшăнса халăх традицийĕсене упранăшăн» номинацисен дипломĕсене тивĕç пулчĕ.