Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак ятпа Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕн администрацийĕпе кунти чăваш наци культурин автономийĕ чылай мероприяти ирттерчĕç. Чăваш Республикинчи Культура Министерстви йĕркеленĕ сумлă делегаци аякри çывăх тăвансене курма, хаклă сăвăçа сума сунине палăртма инçе çула тухрĕ. Делегаци йышĕнче культурăпа наци ĕçĕсен министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Л.И. Михайлова, чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнчен В.Н. Пушкин, Чăваш наци конгресĕнчен Г.Л. Никифоровпа Э.К. Бахмисов, Чăваш патшалăх университетĕнчен И.В. Софронова доцент тата журналистсем пулчĕç.
Пелепее çитсенех хăнасем кунти чăваш гимназийĕн çĕнĕ çурчĕпе, вĕренӳ процесĕпе паллашрĕç. Пушкăртсем уява тĕплĕ хатĕрленнĕ. 10 сехет тĕлне Слакпуçри вăтам шкулта ку тăрăхри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем конференцие пуçтарăнчĕç. Ентешĕн пултарулăхĕнчи этнопедагогика традицийĕсем, халăх йăли-йĕрки палăрни, çамрăк ăрăва Я. Ухсай эткерлĕхне вĕрентес ĕçри çитĕнӳсем çинчен калаçрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарчĕç. Конференци вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпӳри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕпе интернет урлă çыхăнчĕç.
Уява пуçтарăннисем Ухсай Яккăвĕн палăкĕ умне чечексем хучĕç, ун ячĕпе хисепленекен музея кĕрсе тухрĕç. Малалла мероприятисем Культура керменне куçрĕç. Кунта Пелепей тăрăхĕнчи чăваш фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем те Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ, унăн пĕлтерĕшĕ паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен, чăваш чĕлхин, халăхĕн пуласлăхĕ пирки калаçрĕç.
Уяв Пелепейри культура керменĕнче Шупашкартан ЧНК вицепрезиденчĕпе В. Клементьевпа пĕрле килнĕ эстрада юрăçисен концерчĕпе вĕçленчĕ.