Чăваш Респубикинче культурăпа тата вĕренӳпе çыхăннă мероприятисем уйăхсерен вуншар иртеççĕ. Пирĕн университет преподавателĕсем те унашкал конкурссемпе фестивальсене час-часах тӳре пулса хутшăнма тăрăшаççĕ. Акă, çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртри тулли мар вăтам шкулта кăçалхипе 8-мĕш хут «Марина Карягина вулавĕсем» ятлă сăвă вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Хăй вăхăтĕнче пирĕн университета вĕренсе пĕтернĕ, халĕ телевидени журналисчĕ пулса тăрăшакан сăвăç, драматург тата çыравçă пултарулăхне халалланă ку конкурса. Патăрьел тăрăхĕнчи тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ ачасем М. Карягина çырнă хайлавсене пăхмасăр калассипе тупăшнине жюрире ларса пахалама чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Е.П. Чекушкина та çитсе килчĕ. Çавăн пекех тӳресен шутĕнче Альбина Юрату сăвăç та пулчĕ.
Çуллен иртекен çак ăмăртăва 8 шкултан килнĕ 40 ытла шкул ачи хутшăнчĕ. 2-мĕш класран пуçласа 9-мĕш класра вĕренекеннисем таранах тĕлĕнсе каймалла ăсталăхпа сăвă каларĕç. Паллах, тăван чĕлхене юратмасăр тата ăна хакламасăр тума çуках ĕнтĕ çакна. Чăвашла сăвă вулакан ачасем хушшинче чăвашсем çеç мар, тутар ачисем те чылай пулни вара пушшех кăмăла çĕклерĕ. Çапла республикăмăрта чăваш чĕлхин сумĕпе кирлĕлĕхĕ ӳснĕçемĕн ӳссе пыни факультетăмăрăн пуласлăхĕ те хĕвеллĕ иккенне ĕнентерет.