Кăрлачăн 22-мӗшӗнче чăваш халăх поэчӗ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитет. Тăван ялӗнчи ун ячӗллӗ музей ӗçлеме тытăннăранпа та 15 çул çитрӗ. Чаплă уява Элкел районӗнчи Сиктӗрмене Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри çыравçăсемпе общество ӗçченӗсем хутшăнма палăртнă, районсенчи ЧНКЦ председателӗсене йыхравланă.
Чăваш сăмахлăхӗ çине Хусанкай çырнисем халӗ те витӗм кӳреççӗ. Çакна эпир чăваш литераторӗсен пултарулăхӗнче асăрхасах тăратпăр. Хусанкай теми çак аслă поэтăн сăнарне е биографине халалланă сăвăсенче те, хăш-пӗр вăрттăн йӗркесенче те, интонацисенче те, ытарлă çаврăмсенче те палăрать. Тӗпрен илсен, Хусанкай – чăваш наци ăнланулăхӗн уйрăм тапхăрӗ теме пулать. Çак поэт сăнарӗ чăваш халăхӗн ăc-xaкăл пуянлăхӗн уйрăлми пайӗ пулнине паянхи кун та туллин йышăнни, ăнланни савăнтарать.
Вăл официаллă йӗркепе йышăннипе çеç мар, хăйӗн пӗлтерӗшӗпе çынсен ăc-тăнӗсенче тымарланакан халăх поэчӗ. Маншăн Хусанкай халӗ те чыс, тивӗç, çӳллӗ шайри кăмăл-сипет идеисен тӗслӗхӗ. Хамăн ӗçпе аппаланнă май, эпӗ унăн сăввисене кăна мар, статйисене те тимлӗхпе вулама пуçларăм, çав шутра ун çинчен çырнисене те. Ман умра çыравçăн пысăк тӗнчи уçăлса пычӗ – вăл чăваш культурин кăмăл-сипет йӗркеленӗвӗ. Поэт пурнăç тӗрӗслӗхне вӗрентет, уйрăм çын характерне никӗслет, тăван истори çумне çывăхлатать:
«Чăваш ятне ан çĕрт!» Мĕн, евĕр
Тасалăх çак сăмахсенче!
Мĕн чухлĕ тӳсĕм, вăй сисетпĕр
Сан пилӳнте, тăван тĕнче!»
Сăмах май, П.П. Хусанкай сăввисене вулакансен хушшинче хальхи вăхăтра chuvash.org сайт видеоконкурс ирттерет. Акă ссылки: Видеосăвăсен конкурсĕ.
Константин МАЛЫШЕВ, Хусанта чăвашла тухакан «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ.