Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ ăс-тăн парса çитĕнтересси нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа яш-кĕрĕмпе çыхăннă актуаллă ыйтусене хускатса тĕрлĕ пулăшу парас тĕллевпе университет ĕçченĕсем тем тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Виç Ипостаçлă Турă ячĕпе лартнă чиркӳ настоятелĕ Игнатий (Суранов) иеромонах учительсемпе чăваш çыравçисене тата аслă шкул ĕçченĕсене «Утма пĕлмесен çул нумай: Чăваш кĕнеки чиркӳ куçĕпе» ятлă «çавра сĕтеле» пуçтарчĕ. Калаçăва И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕсем Л.А. Васильева тата Е.П. Чекушкина та хутшăнчĕç. Мероприятире çавăн пекех Сергей Павлов çыравçă, Римма Прокопьевапа Елена Николаева журналистсем те пулчĕç. Сăмах май, Игнатий атте хăй те университетри журналистика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕрле пухăннин сăлтавĕ – паянхи вулакансене чăваш литератури мĕнле кĕнеке сĕннине чиркӳ куçĕпе пахаласси пулчĕ. Игнатий атте пуçарнипе кун йышши мероприятисем ирхи кĕлĕ хыççăн тăтăшах иртеççĕ кунта. Хальхинче калаçма палăртнă тема та кирлисен шутĕнче.
Тарăнрах шутласа пăхсан писательсемпе чиркӳ çыннисен тĕллевĕ пĕр евĕрлĕ теме пултаратпăр эпир: ик енчисем те этем чунĕ пирки шухăшлаççĕ, ăна мĕнле те пулин ырă енне çавăрас тата çăлас тесе вăй хураççĕ. Чăваш литературин тӳпи те çак ĕçре курăмлă теме пултаратпăр. Акă, калăпăр, Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи Салампи сăнарĕ чăваш хĕрĕсен паян тĕслĕх илмелли сăнар мар-и-ха? Повеçре автор Турă пирки шарламасан та, унăн заповечĕсене типтерлĕ тытса пурăнакан сăпайлă хĕр сăнарне ӳкерет. Е тата Ева Лисина çырнисем? Унăн «Çăкăр чĕлли» калавĕнче ӳтленекен çăкăр сăнарĕнче Турă Юнĕпе пĕрле ăша илекен Пайсене те курма пулать, тен, çавăнпах-тăр православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн çăкăр чи хисеплĕ апат-çимĕç шутне кĕрет. Юрий Скворцов та хăйĕн хайлавĕсене Турă халалне ăша хывса çырнă теме пултаратпăр. Илер-ха «Сурăм хĕрĕ» повеçри Сухви сăнарне е «Уках хурăнĕнчи» Укахвие. Мĕн тери таса чунлă хĕрсем! Писатель çавăн пекех пĕчĕккисем валли те çырнă. Акă унăн «Вăлтари рак» кĕнекинчи калавсем шăпăрлансене ыррине усалран уйăрма вĕрентеççĕ. Арсений Тарасов çыравçăн та пĕчĕккисем валли хайлавсем самаях. Тĕслĕхрен, «Чăваш кĕпи», «Çум курăк», «Мечĕк айăпĕ», «Пан улми» калавсенче чун тасалăхĕ пирки шӳтпе кулăш урлă каласа парать автор.
Çапла вара паянхи чăваш литератури кăмăл-сипет енчен çирĕп те таса пулма вĕрентекен сăнарсемпе пуян. «Çавра сĕтелте» Л.А. Васильева ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературин сăн-сăпачĕ пирки сăмах пуçарчĕ, Е.П. Чекушкина вара хальхи тăван сăмахлăхри тĕслĕх вырăнне пулмалли текстсем çинче чарăнса тăчĕ.