Çут тĕнчере 6000 ытла тĕрлĕ халăх пурăнать тесе шутлаççĕ паянхи тĕпчевçĕсем. Кашни халăх çынни харпăр хăйĕн чĕлхипе калаçса савăнать, юрлать, вулать. Çын кирек миçе ют чĕлхе пĕлсен те кашнийĕншĕнех мĕн ачаран пупленĕ чĕлхе чи çывăххи те чи хакли пулма тивĕç. Çакна шута илсе-тĕр нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере тăван чĕлхе кунне уявламалли кун тесе палăртнă. Пирĕн факультет та ку уява паллă тăвассинчен аякра юлмарĕ.
Чăвашла калаçакансен йышлă пайĕ Тутар Республикинче пурăнать, çакна шута илсе пирĕн университет Тутарстанпа тачă çыхăну тытать. Хальхинче факультет ĕçченĕсем – Г.Н. Семенова, Г.А. Ермакова профессорсем, Е.Р. Якимова, Е.П. Чекушкина доцентсем тата студентсен ушкăнĕ Шупашкартан 400 ытла çухрăм аякра вырнаçнă Анат Камăна çул тытрĕ. Çак хулара чăвашла калаçакан ачасене 34-мĕш номерлĕ интернат-гимназире пĕлӳ параççĕ. Шкул директорĕ Г.А. Ляхова ертсе пынипе кунта чăваш чĕлхине малалла аталантарас тĕллевпе чылай мероприяти ирттереççĕ. Тăван чĕлхе кунне халалласа «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ятлă викторина-конкурс ирттересси те темиçе çул каяллах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ăмăртăва Тутар Республикинчи чăваш шкулĕсенчи вĕренекенсем йышлăн килеççĕ. Хальхинче конкурса пилĕк ушкăн вăй виçрĕ, вĕсен хушшинче университет студенчĕсем те пулчĕç. Пирĕн маттур студентсем Мария Самделова (4 курс), Алена Арсентьева (4 курс), Георгий Смирнов (1 курс), Виолетта Аниферова (2 курс), Татьяна Владимирова (2 курс), Рифат Фатхуллин (2 курс) хăйсене ăс-хакăл енчен яланхи пекех çивĕч кăтартрĕç. Уявра чăвашла, тутарла, вырăсла сăвă-юрă янăраса çĕр çинчи пур чĕлхе те илемлĕ пулни çинчен систерчĕ.
Кунсăр пуçне Анат Камăри 34-мĕш гимназири 10-11 класра вĕренекенсене хамăрăн университет тата факультет ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма май пулчĕ. О.Е. Гаврилов доцент альма-матер çинчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ, ытти преподавательсем те тухса калаçрĕç. Студентсем хатĕрленĕ концерт программи вара пурин кăмăлне те кайрĕ.