Чăваш патшалăх университетĕнче диктант çырас текенсем валли уроксем иртеççĕ
Пĕтĕм халăх диктантне - пиллĕклĕх çырма. Чăваш Патшалăх университетĕнче диктант çырас текенсем валли лекцисем ирттереççĕ, вырăс чĕлхин тĕп правилисене аса илеççĕ.
Пĕтĕм халăх диктантне кăçал ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çырĕç. Пирĕн республикăра çак акцие чăваш патшалăх университечĕпе «Советская Чувашия» хаçат йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре 500-е яхăн çын диктант çырса вырăсла мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Иккĕн çеç «пиллĕк» паллă илнĕ. Кăçал кăтартăвне лайăхлатас текенсем халĕ Чăваш Патшалăх университетне вĕренме çÿреççĕ. Унта диктант çырма тĕплĕнрех хатĕрленме пулăшаççĕ. Вĕренме çÿрекенсен йышĕнче аслă çултисем чылаййăн. Тихон Сергеев çур ĕмĕр ытла преподавательте ĕçлет пулин те, вырăс чĕлхин правилисене аса илни пăсăк пулмĕ, тесе шутлать. Тĕрĕс çырма пĕлни пурнăçра яланах кирлĕ.
- Пурăннăçемĕн чĕлхе правилисем манăçаççĕ, кунта вĕсене пуçра çĕнететĕп, – ÿсăллă япала, - тет занятие çÿрекен Тихон Сергеев.
Диктант çырма хатĕрленекенсен йышĕнче çамрăксене те асăрхама пулать. Вĕсем те эрнекуна усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.
- Кашни эрнекун вырăс чĕлхи правилисене аса илме çÿретĕп. Унччен эпĕ диктанта хутшăннă, 4 илнĕ. Халĕ 5 илесшĕн, тет Владимир Леонтьев.
Уроксем нарăс уйăхĕнче пуçланнă. Филологсем лекцисем вулаççĕ, вăхăтлăх студентсемпе текстсенчи кăткăс самантсене сÿтсе яваççĕ.
- Нарăс уйăхĕнче çынсен йышĕ сахалччĕ, халĕ диктант çывхарса пынă май çынсем хаваслăрах хутшăнаççĕ. Лекцисене итлекенсен йышĕ ÿсет,- тет Людмила Борисова вĕрентекен.
Уроксем тÿлевсĕр, кашни эрне кун каçхи 6 сехетре Чăваш Патшалăх Университетĕнче пуçланаççĕ.
Вероника Павлова, Александр Яковлев
Источник: ГТРК Чувашия.
Послание Президента России В.В. Путина Федеральному Собранию (29 февраля 2024 г.)