2015 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсем (А.М. Иванова декан, В.Г. Родионов, В.И. Сергеев, Г.Н. Семенова, Г.А. Ермакова профессорсем, О.Г. Владимировапа Л.В. Борисова доцентсем) тата Э.В. Родионова аспирант Хусан университетĕнче иртнĕ «Чĕлхесемпе культурăсене сыхласа хăварасси тата аталантарасси» форума хутшăннă.
Чăваш патшалăх университечĕн делегачĕсем «Тĕрлĕ культурăллă тата тĕрлĕ конфессиллĕ обществăра чĕлхесемпе культурăсене сыхласа хăварасси тата аталантарасси: традицисемпе çĕнĕлĕхсем», «Тухăçпа анăç контекстĕнчи тĕрĕк халăхĕсен литературипе сăмах культури» наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса докладсем тунă, университет ĕç-хĕлне çÿллĕ шайра кăтартнă.
Университет преподавателĕсем çавăн пекех «Нацисен пĕрпеклĕхĕ тата чĕлхесене сыхласа хăварасси: проблемăсемпе малашлăхри тĕллевсем», «Раççейри нумай тĕрлĕ чĕлхесемпе культурăсен хутлăхĕнчи вырăс чĕлхи» çавра сĕтелсенче те тухса калаçнă. Вĕсен доклачĕсем форума хутшăнакан ют çĕр-шыв тĕпчевçисене, Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсен паллă профессорĕсене, ăслăлăх ĕçченĕсене чăннипех кăсăклантарнă, пысăк хака тивĕçнĕ.
Çакăн йышши ăслăлăх форумĕсене хутшăнни ĕçлĕ çыхăнусене аталантарма, ăслăлăхпа вĕренÿри пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать.