Красноярск хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра Чăваш Ен спортсменĕ (пирĕн ентеш) Лана Прусакова фристайлистка слоуп-стайл ăмăртăвĕнче «ылтăн» медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Лана Прусакова Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи журналистика уйрăмĕнче 1 курсра вĕренет, Чăваш Енри Спорт министерствин Олимп резервĕн 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн воспитанници, Никита Васильев тренерпа ĕçлет.



Финалта Лана 87 балл илсе чи мала тухнă. «Кĕмĕл» медале Мускав спортсменки Анастасия Таталина (84,60), «бронза» медале Францирен килнĕ Лу Барен (74,80) çĕнсе илнĕ. Арçынсен ăмăртăвĕнче Раççей спортсменĕсем хушшинче чи лайăх результат каллех пирĕн ентеш, Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче вĕренекен Дмитрий Мулендеев кăтартрĕ, вăл 75,40 балл пухса пиллĕкмĕш вырăна тухнă.