«Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн тапхăрĕ 2020-мĕш çулхи январĕн 15-мĕшĕнче интернетра, Чăваш патшалăх университечĕн Moodle вĕренӳ системинче иртрĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрне 300 ытла ача хутшăнчĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ ыйтусене

Чи илемлĕ салам сăмахĕсен конкурсĕ декабрĕн 1–15-мĕш кунĕсенче иртрĕ. Чăвашла çырнă чи илемлĕ салам сăмахĕсене студентсем тата 9–11 классенче вĕренекенсем шăрçаларĕç.

Жюри членĕсем ĕçсене тăватă номинаципе хак пачĕç:

2019 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутар Республикин Наука академийĕн Г. Ибрагимов ячĕллĕ Чĕлхе, литература тата искусство институтĕнче «Тĕрĕк тĕнчин театрĕ: аталану çул-йĕрĕсем» конференци иртрĕ.

Кăçал чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Николай Васильевич Васильев-Шупуççынни – чăваш литературине никĕслекенĕсенчен пĕри, сăвăç, прозаик, куçаруçă, вĕрентекен, обществăлла деятель – çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Вăл «Янтрак янравĕ», «Хитре Чĕкеç» поэмăсем, «Хушка ту», «Çурхи кĕвĕсем» сăвă ярăмĕсем çырнă,

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта учительсемпе вĕренекенсен тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсен тĕл пулăвĕ иртрӗ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче регионти студентсемпе ҫамрăксен «Человек. Гражданин. Ученый» фестивалĕ уҫăлчĕ.

Мероприятие шкул ачисем те хутшăнчĕç, университетпа паллашрĕç.

Чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ И.В. Софронова Хусан университетĕнче юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Г. Тукай ячĕллĕ наци культурипе вĕрентĕвĕн аслă шкулĕнче иртнĕ «Атăл тăрăхĕнчи наци литературисем: культурăсем хушшинчи хутшăнусен ыйтăвĕ» конференцие хутшăнчĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен студентсен театра çӳрес ырă йăла пур. Эрнесеренех вěсем Шупашкарти театрсене çӳресе тĕрлĕ спектакль пăхаççĕ.