«Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн тапхăрĕ 2020-мĕш çулхи январĕн 15-мĕшĕнче интернетра, Чăваш патшалăх университечĕн Moodle вĕренӳ системинче иртрĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрне 300 ытла ача хутшăнчĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ ыйтусене 8-9, 10-11 классенче вĕренекен шкул ачисем тата колледж студенчĕсем http://moodle.chuvsu.ru сайтра хуравларĕç.


«Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн ыйтăвĕсене хуравласа 50 е ытларах балл пухнă ачасене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне иккĕмĕш тапхăра чĕнетпĕр, вăл 2020-мĕш çулхи январĕн 30-мĕшĕнче иртет, 11:00 сехетре пуçланать (адрес: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш этаж, 434-мĕш пӳлĕм, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ).


«Сенкер инçет» олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрĕ – пултарулăх конкурсĕ пулĕ.


Ăмăртăва хутшăнакансен сĕннĕ темăсенчен пĕрне суйласа илсе чăвашла сочинени çырмалла пулать.


«Сенкер инçет» олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă вĕренекенсене сертификатсем, вĕсен ертӳçисене – тав хучĕсем, мала тухнисене вара – дипломсемпе парнесем парăпăр.


Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-937-39-39-783 (Иванова Алена Михайловна).


«Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем:


8–9-мĕш классем.


10–11-мĕш классем.