Студентсен пурнӑҫӗ интереслӗ событисемпе пуян. Вӗреннисĕр пуçне, студентсем тӗрлӗ хуласене тухса ҫӳреҫҫӗ, конференцире, конкурссенче, фестивальсенче тӑтӑшах хутшăнаççĕ.

Акă, 2-мĕш курсра «Журналистика» уйрăмра вĕренекен Анна Шуканова халӗ Сочири «Сириусра». Вӑл конкурс суйлавĕ иртрӗ те Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне ирттерекен ТОП-300 экскурсоводсен шутне кĕчĕ. Фестиваль 2024-мӗш çулхи пуш уйӑхӗн 1-7-мӗш кунĕсенче «Сириус» территорийӗнче иртет.


Пуш уйӑхӗн 1-мӗшчен пулас экскурсоводсем «Çулҫӳреврен ытларах» программӑпа ятарласа вӗренеҫҫӗ, фестиваль площадкипе паллашаҫҫӗ, мероприяти валли хатӗрленӗ маршрутсене тӗпчеҫҫӗ.