2019 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕрремĕш онлайн тапхăрĕ иртрĕ.

Унта Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 8-11-мĕш классенче вĕренекен 300 ытла шкул ачи хутшăнчĕ.

2019 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусри акт залĕнче çулленех иртекен «Чи лайăх ушкăн» ăмăртăвăн пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ иртрĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта кашни факультетрах чи лайăх ушкăна палăртрĕç.

Красноярск хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра Чăваш Ен спортсменĕ (пирĕн ентеш) Лана Прусакова фристайлистка слоуп-стайл ăмăртăвĕнче «ылтăн» медаль çĕнсе илме пултарчĕ.

Хусан хулинчи «ТАТМЕДИА» компанире Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика кафедрин ертӳçи А.П. Данилов тата Л.А. Васильева, Г.В. Хораськина доцентсем пулчĕç. Вĕсем «Сувар» хаçат редакцийĕ чĕннипе

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче авалхи пысăк та илемлĕ уява – Çăварние кĕтсе илчĕç.

Университетăн «Г» корпусĕнчи фойере тĕрлĕ факультетсем кулинари ăсталăхне кăтартса ăмăртрĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

2019 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче, яланхи пекех уйăх вĕçĕнчи юлашки юнкун, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче тĕрлĕ культурăсем хушшинчи çыхăнăва тишкерекен-тĕпчекен «Ют тĕнчене уç» ятлă кружокăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

2019 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче регионсем хушшинчи шкул ачисен чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртрĕ.

2019 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче преподавательсемпе университет ĕçченĕсен илемлĕ пултарулăх фестивалĕ иртрĕ.

Кăçал пирĕн аслă шкул патшалăх аккредитацийĕн тĕрĕслевне тухнипе ку уява кĕркуннерен çурхи вăхăта куçарма тиврĕ.