2019 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче регионсем хушшинчи шкул ачисен чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртрĕ.

Олимпиадăна йĕркелекенсем – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, «Эткер» центр тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пулчĕç.


Олимпиадăна Чăваш Республикинчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи, Пушкăрт тата Тутар Республикисенчи шкулсенче 9-11 классенче вĕренекен 164 шкул ачи хутшăнчĕ.


Ачасене вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, Чăваш Енĕн вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ И.А. Степанова, университетри пултаруллă çамрăксемпе ĕçлекен центр ертÿçи Д.А. Троешестова, «Эткер» центр методисчĕ Г.В. Андреева, Чăваш республикин вĕренӳ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литература кафедрин заведующийĕ А.С. Егорова саламларĕç, олимпиадăра ăнăçу сунчĕç.


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем хатĕрленĕ юрă-кĕвĕ пурне те савăнтарчĕ, шкул ачисен кăмăлĕсене çĕклерĕ.


Вĕренекенсем олимпиада ĕçне çырнă вăхăтра чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Г.Г. Ильина вĕрентекенсемпе «Чăваш мифологийĕн вăрттăнлăхĕсем» темăпа мастер-класс ирттерчĕ. Унта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 60 учитель хутшăнчĕ.


Регионсем хушшинчи шкул ачисен чăваш чĕлхипе литература олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Эткер» центр сайтĕнче паллашма пулать.