2019 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусри акт залĕнче çулленех иртекен «Чи лайăх ушкăн» ăмăртăвăн пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ иртрĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта кашни факультетрах чи лайăх ушкăна палăртрĕç.


Иккĕмĕшпе виççĕмĕш тапхăрсенче вара студентсем спорт, ăс-тăн тата пултарулăх енĕпе ăмăртрĕç. 2018 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи журналистика уйрăмĕн ФЖ-21-16 ушкăн (кураторĕ – Л.А. Васильева доцент) çĕнтерчĕ.


Çĕнтӳçĕсене университет ректорĕ А.Ю. Александров «Чи лайăх ушкăн» дипломпа тата куçса çÿрекен кубокпа чысларĕ.


ФЖ-21-16 ушкăна саламлатпăр! Малашне те ăнăçусем сунатпăр!