Нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕ пынă май Чăваш патшалăх университетĕнче ака уйăхĕн 4 тата 5-мĕш кунĕсенче «Чăматанри нимĕç чĕлхи» анимациллĕ уроксем иртрĕç. Занятие Чăваш республика вĕренӳ институчĕ çумĕнче ĕçлекен

«Пĕр тан калаçу» федераллă проекта пурнăçланă май 2019 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн факультетри журналистика уйрăмĕн студенчĕсем «Чăваш ен» телерадиокомпани директорĕпе Е.А. Канюкапа йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăнчĕç.

Чăваш Республикинчи нимĕç чĕлхипе культура фестивалĕн мероприятийĕсенчен пĕри – «Эпĕ нимĕç чĕлхине чăнахах та пĕлетĕп-и?» олимпиада. Вăл ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртрĕ, унта 61 вĕренекен – шкул ачисем, студентсем, аспирантсем хутшăнчĕç.

2019 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Ăслăлăх эрнине уçрĕç. Пĕтĕм Раççейри студентсен 53-мĕш наука конференцине кăçал Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă.

2019 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç чĕлхипе культурине халалласа студентсемпе шкул ачисем валли йĕркеленĕ интерактивлă лекци иртрĕ. Ăна вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ И.К. Иванова вуларĕ.

2019 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче журналистика кафедринче «Журналистика историйĕн, теорийĕпе практикин çивĕч ыйтăвĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче нимĕç чĕлхипе культура фестивальне чаплă та хаваслă лару-тăрура уçрĕç.

Университет студенчĕсем уява вырăсла тата нимĕçле ертсе пычĕç.

2019-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăс филологи уйрăмĕнче француз чĕлхине халалланă "Vive le français!" пултарулăх каçĕ иртрĕ, ăна вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ О.А. Заулина ертсе пычĕ. Уява тĕрлĕ кружокра француз чĕлхипе культурине вĕренекен студентсем йĕркеленĕ.